Паян 15 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Собор лапамӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче ҫын виллине тупнӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫынна пумсӑрласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Вӑл 1951 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкари общество транспортӗнче пӗр пассажир персе аннӑ. Салонта тӑрса пыракан 28 ҫулти хӗрарӑм 45-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хыҫалта тӑрса пынӑ. Вӑл сылтӑм аллипе салонти карлӑкран тытӑнса тӑнӑ, тепӗр аллинче чечек ҫыххи пулнӑ.
Фучик тата Богдан Хмельницкий урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте автобус водителӗ кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларнӑ. Ҫапла вӑл ирӗксӗртен тунӑ. Ахальлӗн тепӗр машинӑпа ҫапӑнма пултарнӑ. Пассажир-хӗрарӑм вӑркӑнса кайнӑ та аллине амантнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Водитель шар курнине тӑкака саплаштарнӑ, ҫавна май водителе (вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын) суд туман.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури хоккей матчӗ вӑхӑтӗнче спортсмен вилнӗ тӗслӗхпе тӗпчев пуҫарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче хоккей вӑййи иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ, кӑштахран вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Прокуратура тӗпчевҫисем вӑйӑҫ мӗн сӑлтавпа вилнине палӑртӗҫ, спорт объектӗнче вӑййа хутшӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗҫ.
Чӑваш Енри патшалӑх тата хысна учрежденийӗсем пӗрле офис хутне туянма аукцион ирттернӗ. Пӗтӗмпе - 43 учреждени. Вӗсем 43 пине яхӑн пачка хут туянасшӑн пулнӑ. Анчах палӑртнӑ хакпа, 14,1 миллион тенкӗпе, хут сутакан тупӑнман. Аукциона хутшӑнма пӗр заявка та пулман.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине 1600 пачка хут кирлӗ, Мускав полпредствине - 120 пачка, Республика клиника пульницине - 7800 пачка. Аукционра хут туянма палӑртнӑ учрежденисен йышӗнче Муркаш, Улатӑр, Элӗк район администрацийӗсем те пур.
Сӑр юханшывӗнче пӑр кайма пуҫланӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, Улатӑртан пуҫласа Ҫӗмӗрле таран пӑр тапраннӑ.
Етӗрне тӗлӗнче юханшывра хальлӗхе улшӑнусем ҫук. Унта пӑр хулӑнӑшӗ 23-27 сантиметр.
Атӑлта Ҫӗнӗ Шупашкратан Сӗнтӗрвӑрри таран шыв тухнӑ. Шомик, Шупашкар, Куславкка тӗлӗнче хальлӗхе пӑр тӑрать, анчах вӑл кӗҫ-вӗҫ тапранӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Унӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Акӑ мӗнле пулса иртнӗ: 45 ҫулти арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. «Пирӗн банкра кредит заявки хӑварман-и эсир?» - тесе ыйтнӑ унран. Арҫыннӑн ят-шывне те тӗрӗс каланӑ. Лешӗ заявка хӑварманнине пӗлтернӗ. Хайхискер «юмах» ҫаптарма пуҫланӑ: эппин, унӑн ячӗпе такам заявка хӑварнӑ, укҫа-тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ. Палламан ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине полицие, банка каймалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Ӑна банкра ӗҫлекен ҫынсем улталама пултарнӑ имӗш.
Арҫын кредит картти ҫинчен 426 пин тенкӗ илсе палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Каҫхине вӑл кун пирки пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап тиекен станцире ӗҫлекенсем ӑнсӑртран чӗрӗп тупнӑ. Телее, вӑл кӑшт ҫеҫ аманнӑ, унта вӑй хуракансем унӑн суранӗсене сипленӗ. Ҫӑва тухиччен чӗрӗпе станцире ӗҫлекен пӗр ҫын хӑйӗн патӗнче усрӗ.
Ҫитес вӑхӑтра чӗрчуна ветеринар патне тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Хальлӗхе чӗрӗп хӗл ыйхинчен вӑранман-ха. Ӑшӑтсанах ӑна ялти пахчана кайса ярӗҫ.
Сӑмах май, ҫак станцире пӗлтӗр кушак ҫури тупнӑ, ӑна ҫӑлнӑ. Телее, вӑл чӗрех юлнӑ. Унта ӗҫлекенсем ӑна Босс ят панӑ.
2022 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проектне кӗрекен «Культурӑллӑ хутлӑх» федераллӑ проекта пурнӑҫланӑ май 5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем, вӗренӳ материалӗсем туянӗҫ. Паянхи куна илсен халӑх инструменчӗсем, ноутбук, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне илсе ҫитернӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сольфеджио тата музыка литературине вӗрентме 57 ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнеки тата методика пособийӗсем ҫитерсе памалла.
— Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха. Вӗрентӳ процесӗнче лайӑх, аван ӗнӗрленӗ инструмент питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пулассине чылай енчен палӑртать, — палӑртнӑ администраци пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов.
Хальхи вӑхӑтра учрежденире 1200 ача вӗренет. Вӗсем музыка, ӳкерчӗк, хореографи, театр ӳнерӗ, декораципе прикладной пултарулӑх тата пуҫламӑш эстетика аталанӑвӗ енӗпе хушма обществӑлла программӑсем тӑрӑх та аппаланаҫҫӗ.
— Пирӗн шкулшӑн ҫакӑ — чӑн-чӑн уяв.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта велосезон уҫӗҫ. Космонавтика кунне халалланӑ велочупу Шупашкарта Юрий Гагарин палӑкӗ умӗнчен 9:00 сехетре пуҫланӗ. 11:00 сехетре велосипедҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» КК ҫывӑхӗнче пухӑнӗҫ. Финиш яланхи пекех Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта пулӗ.
Шуршӑла ҫитсен митинг иртӗ, А. Г. Николаев вил тӑпри ҫине чечек хурӗҫ. Хутшӑнакансем космонавтика музейне ҫитсе курӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем тухса калаҫма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Трава у дома» юрӑпа ташӑ флешмобне йӗркелӗҫ.
Велочупӑва хутшӑнма юсавлӑ велосипед кирлӗ. Шупашкарсен 70 ҫухрӑм ҫула педаль ҫавӑрттарса ҫӗнмелле пулӗ, ҫӗншупашкарсен — 35 ҫухрӑм ҫула.
Пӗрре Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм электронлӑ почтӑна кӗме хӑтланнӑ та парольне те, логинне те ҫырайман – тӗрӗс мар иккен. Кайран вӗсене ҫӗнӗрен тусан почтӑна кӗнӗ. Ун чухне тин вӑл такам тӗнче тетелӗнчи лавккаран, ют ҫӗршывра вырнаҫнӑскертен, ун ячӗпе япала туяннине, унӑн банк карттипе тӳленине ӑнланнӑ. Палламан ҫын телефон экранне хӳтӗлемелли кантӑк, арҫынсен кроссовкине туяннӑ. Пӗтӗмпе – 8 пин ытла тенкӗлӗх. Паллах, япаласем урӑх адреспа килнӗ. Хайхи ултавҫӑ электронлӑ почта хуҫине те парнепе савӑнтарас тенӗ – 100 тенкӗ ытла тӑракан эреш саккас панӑ, унӑн адресне кӑтартнӑ. Анчах ку япала хӗрарӑм патне ҫитмен.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫе Краснодар крайӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Каччӑ айӑпне йышӑннӑ, тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |